Испокон веков красота звездного неба пленяет каждого из нас, маня своим таинственным светом прикосн…

Испокон веков красота звездного неба пленяет каждого из нас, маня своим таинственным светом прикоснуться к …

30-08-2020
Испокон веков красота звездного неба пленяет каждого из нас, маня своим таинственным светом прикоснуться к нему. И любые проблемы на этом бездонном фоне теряют свою значимость. Звезда - древний символ человечества, который воспринимается как вечность, стремление, ориентир. По мифологическим сказаниям чувашей, на небе у каждого есть своя Звезда. Чем ярче она светит, тем удачнее складывается судба человека. И когда он видит падающую звезду, всегда говорит: "Моя звезда на небе!" Если смотреть на звезды и загадать желание, то оно обязательно сбудется. Пур пирӗн коллекцинче пӗр капӑрлӑх - Ҫӑлтӑр. Ун эрешне эпир тури чӑвашсен масмак тӗрри ҫинчен илтӗмӗр. Трофимов А. А. ӗҫӗсене тишкерсен, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать - Тӳпе паллисене пуҫ хатӗрӗсем ҫинче тӗрленӗ, Николай Кольчурин статьине вуласан, ку евӗрлӗ палӑ Пӑлан Ҫӑлтӑр пулнине ҫирӗплетекен самантсем пур. Эппин эпир капӑрлӑх ятне тӗрӗс панӑ. Тӳпе яланах хӑй вӑрттӑнлӑхӗпе илӗртнӗ ҫынсене. Пин-пин ҫӑлтӑр, Уйӑх, кӑвак тӳпери Хӗвел - паянхи кун та хӑйӗн илемӗпе пирӗн чуна тыткӑнлать. Ӗлӗкхи ҫынсем те киленнӗ паллах, сӑнанӑ, хӑш ҫӑлтӑр яланах пӗр вырӑнта, хӑш ҫӑлтӑрӑн ҫулӗ улшӑнма пултарнине уйӑрма вӗреннӗ. Ала ҫӑлтӑр кӗркунне час анса ларсан, юр час ҫӑвать, ҫуркунне ӑшӑ часрах килет, юр каять, тенӗ ваттисем. Е тата Елкер ҫӑлтӑр уйӑх ҫумӗнчен иртсе кайсан тырӑ аван пулсса пӗлнӗ. "Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче" (1987 ҫул) Ҫӑлтӑрсем пирки халапсем пур, пӗрне пӑхса тухар-ха. "Пӗлӗт ҫинче темӗн чухлӗ ҫӑлтӑр, кирек камӑн та пӗлӗт ҫинче пӗрер ҫӑлтӑр пур, тет. Вӑл ҫӑлтӑр кирек кам ҫуралсанах пӗлӗт ҫине тухса ларать, тет те, вӑл этем виличченех пӗлӗт ҫинчен персе анмасть, тет. Ҫӑлтӑр аннине курсан, чӑвашсем: «Манӑн ҫӑлтӑр ҫӳлте!»— тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Ҫӑлтӑр та пайтах пысӑк пулать, тет. Пӗлӗт ҫинчен ансассӑн, вӑл «леш тӗнчере» каллех хӑйӗн ҫыннипе пӗрле пӗлӗт ҫинче пек курӑнать,тет.Таса ҫыннӑн ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ пулать, тет, ҫылӑхлийӗн тӗттӗмрех пулать, тет. Унтан тата пӗлӗт ҫинчен персе анман паллӑ ҫӑлтӑрсем пур: Патша ҫӑлтӑр, Ҫич ҫӑлтӑр, Кӗвенте ҫӑлтӑр, Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑр, унтан тата Кайӑк хур ҫулӗ текенни. Вӗсене пурне те чӑвашсем лайӑх пӗлсе тӑрса, вӗсенчен чухласа ҫӗр мӗн вӑхӑт пулнине, тул хӑҫан ҫутӑлассине пӗлеҫҫӗ."

Источник: https://vk.com/club113820695?w=wall-113820695_1151
Кĕмĕл Чăваш Ен - Серебряная Чувашия