Ӗлӗкхи халӑхӑн тавра курӑмӗ питӗ пысӑк пулни вӑрттӑнлӑх мар -  куҫӗсем ҫивӗчрех, шухӑшӗсем виткӗнре…

Ӗлӗкхи халӑхӑн тавра курӑмӗ питӗ пысӑк пулни вӑрттӑнлӑх мар - куҫӗсем ҫивӗчрех, шухӑшӗсем виткӗнрех, ҫутҫанталӑк …

22-10-2020
Ӗлӗкхи халӑхӑн тавра курӑмӗ питӗ пысӑк пулни вӑрттӑнлӑх мар - куҫӗсем ҫивӗчрех, шухӑшӗсем виткӗнрех, ҫутҫанталӑк ҫывӑхрах. Ку пулӑма аваллӑхран упранса юлнӑ кашни япалара курма, туйма пулать. Ҫавна пуллах ӗнтӗ хавхалану шыраса нумаях пулмасть Наци музейне ҫитрӗмӗр. Кунта упранакан ӗлӗкхи масмаксем тыткӑна илчӗҫ. Маларах Трофимов Алексей Александровичӑн кӗнекине тишкерсе тухни пулӑшрӗ - ши, анчах кашни масмакӗ пирӗнпе калаҫнӑ пек , хӑйсем ҫине мӗн тӗрленине каласа панӑ пекех туйӑнчӗ. Кунта тӗнчене шыв илнӗ самант та, кайӑксем ҫӗр шырани те тата ытти интереслӗ пулӑмсем тури чӑвашсен пуҫ ҫине ҫыхмалли ансӑр хӑю ҫине тӗрӗ чӗлхипе ҫырӑннӑ. Ку хутӗнче эпир сире пӗр масмак тӗррипе паллаштаратпӑр - нумай-нумай ҫӑлтӑрсем. Тӳпе паллисене пуҫ хатӗрӗсем ҫине тӗрлени пирки пирӗн калаҫу пулнӑччӗ, кам вуласа ӗлкӗреймен, тархасшӑн, сире валли - https://vk.com/wall-113820695_1151 Каҫхи тӳпене сӑнама юратнӑ май, ҫакна калас килет - чӑннипех асамлӑ, хӑватлӑ... Масмак ЧКМ КП 654 Когда взяла его в руки, первая мысль, что промелькнула - августовский звездопад. Про звезды мы писали уже, ссылочку с напоминанием прикрепили. Сейчас яндекс говорит по-чувашски и нам хочется, чтоб подписчики активно использовали его, поэтому текст на русском на это раз не продублируем - достаточно скопировать его и в переводчик. Но напишите нам , если это неудобно.

Источник: https://vk.com/club113820695?w=wall-113820695_1154
Кĕмĕл Чăваш Ен - Серебряная Чувашия